Çеçпĕл çуралнă кунне палăртин пĕтĕмлетĕвĕ.
Дата: 19.11.2020 Чÿк уйăхĕн 16-18 кунĕсенче Çеçпĕле халалласа пирĕн шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Малтанхи кун ачасем çырнă рефератсен выставкине уçрăмăр. Лайăх ĕçсене хаклама ятарлă комисси ĕслерĕ. Чи лайăх ĕçсен шутне 6-б класра вĕренекен Брусов Алексейпе 9-а класра вĕренекен Брусова Алинăн ĕçне суйларĕç. Аслă класс ачисен хушшинчен Белова Ладăн (10 кл.) тата Иванов Валерианăн (11 кл.) ĕçĕсене палăртрĕç. Брусов Алексей хăйĕн ĕçĕпе 6-б класра вĕренекенсене паллаштарчĕ. Ачасем Çеçпĕл пурнăçĕ çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Ĕçе пысăк хак пачĕç. Уроксенче усă курма сĕнчĕç.
Егорова Валерия, 6-б класра вĕренекен, плакатсен выставкипе паллаштарчĕ. „Çеçпĕл çеçкине кам илемлĕрех ÿкерет” конкурсра Валерия Егоровăн ĕçĕ мала тухрĕ. |